Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑван ен пилӗпе пиҫнӗ пултарулӑх

Сарӑ тӗс чӑвашӑн илеме, тасалӑха пӗлтерет. Вӑл — хӗвел тӗсӗ. Лидия Ковалюка ку тӗлӗш хӗвел ҫын теме пулать. Питӗ ҫутӑ сӑнлӑ вӑл. Сӑн-пит ҫутӑлӑхӗ вара — ҫӳҫ тӗсӗ сарӑ пулнӑран ҫеҫ мар, чунӗнчи тасалӑхне кура, вӑл юратупа тулли пулнӑран. Ҫавӑ тухать те сӑн ҫине.
Л.Ковалюк юратупа пурӑнакан ҫын. Ку унӑн пултарулӑхӗнче питӗ палӑрать. Анчах та унӑн юратӑвӗ арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗ ҫеҫ мар, — паллах, ун ҫинчен те нумай ҫырать вӑл, пурнӑҫ тӑсӑмӗшӗн пурӑнакан хӗрарӑм чунӗ мӗнле-ха унсӑр? — ҫапах та унӑн чӑн юратӑвӗ вӑл — тӗнчене, пурнӑҫа, пурнӑҫ пулӑмӗсене, хӑйӗн тавралӑх-хутлӑхне, таврашне (йывӑҫ-курӑк-и вӑл, ҫын-и тата ыт. те) мӗнле йышӑнни, хаклани, сӑваплани. Ку унӑн хӑйне евӗр пурнӑҫ позицийӗ, уншӑн пурте хаклӑ, киленӳллӗ, илӗртӳллӗ, «С чего начинается родина?» юрӑри пек мӗнпурӗ йӑлтах тӑванлӑх пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа вӗсене мухтанӑ, ырланӑ чухне туйӑмӗсене хӗрхенсе тӑмасть. Мӗншӗн тесен вӗсем ӑна хӑйне пурнӑҫа юратса пурӑнма, юратса тума хӑват парса тӑнине лайӑх пӗлет. Кӑна ҫав тери хаклать:

Мӗнле пурнан, ҫуралнӑ енӗм?
Тавах сире, уйсем-хирсем.
Эсир мана телей пилленӗ,
Кунта ҫын пултӑм вӑй илсе.

Е тепӗр сӑввинче:
Эп ҫуралнӑ ял Алманчӑ —
Сӑрт ҫинчи илемлӗ ял.
Тавтапуҫ! Эс патӑн шанчӑк,
Патӑн тӳсӗмлӗ вӑй-хал.

Чӑвашӑн инкекӗ (тен, пирӗн кӑна та мар) — тулӑх пурнӑҫа айккинче шырама тивет. Ҫывӑх ҫынсене, тӑван кӗтесе пӑрахса хӑварса. Телейне урӑх ҫӗрте тупсан вара ачалӑхра таптанӑ ҫеремсем манӑҫа тухаҫҫӗ, атте-анне ҫурчӗ пӗчӗккӗн вӗлтӗрен айне пулать.
Лидия Ковалюк, чылай ҫул каяллах Аслӑ Тӗнчере тӗпленсе пурӑнать пулин те, тӑван Алманчӑран ниҫта та тухса кайман пек, ҫаплах ялта пурӑннӑнах, ҫывӑх ентешӗсемпе шӑкӑл-шӑкӑл хутшӑнса, сӑмахласа. Унӑн поэзи сукмакӗсем пӗрех май тӑван ҫӗршывне чупаҫҫӗ:
...Тунсӑх ҫулӗпе вӗҫтертӗм
Эп, Алманчӑ, сан пата!

Тата тепӗр сӑвӑра:
Каллех кунта эп, — савӑнатӑп, —
Ҫамрӑклӑхра эп хӑнара.

Унӑн ҫакнашкал йӗркесем нумай.
Чӑвашӑн телейӗ — вӑл кирек ӑҫта пурӑнсан та тӑван ҫӗрпе тӑванлӑха татмасть. Уншӑн тунсӑхлать, аса илӳре те пулин таврӑнать, каллех ачалӑх, яшлӑх сукмакӗсене такӑрлатать, тӑван халӑхне тӑнлать. Ку ӑна тӗрек, вӑй-хӑват парать. Чун тӗрекӗ пур ҫын, паллах, хӑйне вӑйлӑ, ҫирӗп туйса тӑрать. Лидия Ковалюк ку тӗлӗшпе ҫав тери ырӑ тӗслӗх. Вӑл хӑйӗн чӑваш чунне, ял чунне сутман (украин хушамачӗпе ҫӳрет пулин те, селӗм сӑн-сӑпачӗпе ӑна кирек мӗнле наци те хӑйӗн тесе шутлама хатӗр пулин те) чиперрӗн, тасан упраса пурӑнать. Ҫавӑнпа унӑн сӑввисем те таса, ҫутӑ, халӑха ҫывӑх.
Лидия Алексеевна Ковалюк (Антипова) Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗр вӑхӑт ВЛКСМ Патӑрьел райкомӗнче, шкул пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ, ҫичӗ ҫула яхӑн шкул ачисене тӑван литературӑпа чӗлхене вӗрентнӗ, нумай ҫул республикӑри Кӗнеке юратакансен обществине ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл республикӑри ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ.
Раҫҫей журналисчӗсен тата ҫыравҫисен пӗрлӗхӗсен членӗ.
Л.А. Ковалюк — «Ырӑ кун», «Тавах, ачам», «Ҫурхи вӑй», «Шурӑ акӑш», «Юрату ҫӑлкуҫӗ», «Саккӑрӑн — саккӑрла», «Исканий не окончен шаг», «Пурнӑҫ тинӗсӗ» кӗнекесен авторӗ.
Ҫак уйӑхра паллӑ ҫыравҫӑн юбилей. «Тӑван Атӑл» журнал ӑна иксӗлми телей те тулӑх пултарулӑх, ӑнӑҫусем сунать. Уяв ячӗпе, Лидия Алексеевна! Пурнӑҫӑрсем хӑвӑр чунӑршӑн хаклӑ Шӑнкӑртам ҫӑлкуҫӗ пек ҫуттӑн та тасан, шӑнкӑршӑнкӑр кӑна юхса пыччӑр!
«Тӑван Атӑл», 2010, 10№


 
Категорисем: Лидия Ковалюк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-14 12:33:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4557 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем